Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи «а» сасӑ (МРФ ЧЧИ)

Орхонпа Енисей ҫырӑвӗ вӑхӑтӗнчех уҫӑ сасӑсен кйлӗшӗвӗ пурри курӑнать. Сӑмахра е малти ретри, е кайри ретри уҫӑ сасӑсем тӑраҫҫӗ. Ҫак ҫирӗп йӗркене туйса-тӑр, Орхонпа Енисей ҫырӑвне хупӑ сасӑсене палӑртма икшер саспалли кӗртнӗ: вӗсенчен пӗри кайри ретри уҫӑ сасӑпа, тепри малти ретри уҫӑ сасӑпа юнашар тӑма пултарать. Вуланӑ чух, хупӑ саспаллине кура, е кайри, е малти ретри уҫӑ сасса
калас пулать. Ҫавӑнпа та «(РУНА)» палла а, e, ä (=ә) тесе вуламалла:
«(РУНА)» atqa~чӑв. ута, анчах «(РУНА)» älig~чӑв. алӑ;
«(РУНА)» qaɣan, анчах «(РУНА)» kälin~чӑв. кин т.ыт.те.
Сӑмах пуҫӗнче (анлаутра), сӑмах варринче (инлаутра) «(РУНА)» палла лартмаҫҫӗ, вӑл сӑмах вӗҫӗнче (ауслаутра) кӑна тӑрать, анчах хӑшпӗр сӑмахсем «(РУНА)» паллӑпа пуҫланма пултараҫҫӗ: «(РУНА)» arqa~чӑв.урха, «(РУНА)» аč~чав. уҫ, «(РУНА)» aj~чӑв. уйӑх «(РУНА)» at~чӑв.ят. т. ыт. те

1. 1. Ав. тӗр. а~чӑв. ы (~j, ї)

ав. тӗр. altun «золото»~«ҫыру монг. altan (ВлСГМЯ, 147)~чӑв. ылтӑн, ылттӑн;
arï- «очищаться», arïɣ «чиcтый, незагрязнен-ный» ~ ҫыру монг. arigun «чистый» (ВлСГМЯ, 325)~чӑв. ырӑ «добро; добрый; святой»;
adɣïr «жеребец», aδɣïr, ajɣïr ~ҫыру-монг ajïrga< *adɣïrga (ВлСГМЯ, 397)~ чӑв. ыйӑр, ыйрӑ, (ӑйӑр, ӑйрӑ формӑсем те пур); танлаштарӑр: якут. ый «жеребенок по второму году»);
taj «жеребенок»~ҫыру монг. daɣaɣan, халхй монг. даага «жеребенок по второму году» (ВлСГМЯ 208)~чӑв. тыйха (тиха форма та пур);
tarïɣ «зерно, злаки, хлеб»~«ҫыру монг. tarïɣa, ҫӗнӗ монг. tarïɣa «хлеб, жито вообще, посевы, пашня» (ВлСГМЯ, 206)~чӑв. тырӑ, «хлеба в зерне; хлеба на корню, посевы»;
qatïɣ «твердый, жесткий, крепкий» (* ҫыру монг, χataɣu, халха-монг. хатуу (ВлСГМЯ, 195) 1 чӑв. хытӑ;
tanuq «свидетельство», tanuq bol «быть, выступать свидетелем» ~халха-монг. тан- (инф. таних) «узнавать»~чӑв. тынӑ, тын «свидетель»;
tamïr, tamar, tamur «кровеносный сосуд; артерия, жила» ~ монг. tamir «сухожилие, жила» {Ramsted JSFOu XXXVIII, § 6), халха-монг. тамир «сила» (фи зическая)» — чӑв. тымар;
talqu «витый, скрюченный», тут., пушк., казах., якут. талкы «мялка», хак. талɣы «приспособление для обработки (размягчения) кожи» (ЕгЭСл., 267)~ халха-монг. талхи «кожемялка»— чӑв. тылӑ «мялка».
Авалхи терек сӑмахӗсен пӗрремӗш сыпӑкӗнчи а сасӑ чӑ-ваш чӗлхинче ы сасса куҫнине ҫирӗплетекен тӗслӗхсен шучӗ пысӑк. Вӗсене пурне те ҫырса тухасшӑн мар, анчах хӑш-пӗрисене кӑтартасах пулать. Тӗслӗхсем:
ав. тер. aɣuž, aɣuz, oɣuz «молозиво» ~чӑв. *ыр: ене ырри;
ajït «спрашивать, расспрашивать» < аj «говорить, разговаривать»~чӑв. ыйт;
ār, аr «уставать, утомляться» ~чӑв. ыр;
аrïq «тощий, худой»~чӑв. ырхан (ыр + хан);
art «увеличиваться, прибавляться, усиливаться»~чӑв. ытла (<ыт + ла), ытах (<ыт + ах) «излишек; слишком, очень»;
alq «губить, уничтожить; положить предел, прекращать», alqïn «умирать, погибать» ~ чӑв. ылхан «проклятье, злое пожелание»;
аt «бросить; стрелять» чӑв. ыт, ывӑт;
adut, aδut, avuč, avut «горсть, пригоршня» ~чӑв. ывӑҫ;
bal «мед»~чӑв. пыл;
bar «идти, отправляться» ~чӑв. пыр;
saqla «сохранять»~чӑв. сыхла;
jaɣuq, javuq «близкий»~чӑв. ҫывӑх; —»— jabïč «приставить, приклеиваться»~ чӑв. ҫыпӑҫ т. ыт. те.
Кӑтартнӑ тӗслӗхcем этимологи енчен тӑван сӑмахсем пулни никама та иккӗлентерес ҫук, анчах та авалхи тӗрӗк, монгол сӑмахӗсен пӗрремӗш сыпӑкӗнчи а сасӑ вырӑнне чӑвашла ы сасӑ ларни шухӑша ярать. Вӑл кӑна та мар-ха. Авалхи тӗрӗк фонетикин омонимӗсем тӱрре килекен чӑваш сӑмахӗсенче темиҫе тӗрлӗ уҫӑ сасса куҫма пултараҫҫӗ. Ак пӗр-ик тӗслӗх:
at «лошадь, конь»~чӑв. от || ут;
аt «имя»~чӑв. ят (=йат);
аt «бросать, стрелять» ~чӑв. ыт, ывӑт;
al «брать, взять» ~чӑв. ил; тут. алмаш (ал сӑмахранах!)~чӑв. ылмаш;
qat «слой, пласт»~чӑв. хот || хут;
qat «становиться твердым, твердеть» — чӑв. хыт т. ыт. те. Хӑш вӑхӑтра, хӑш самантра авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче ы сасса куҫса кайма пултарнӑ-ши? Кун пирки пире венгр чӗлхи пулӑшма пултарать, мӗншӗн тесен унта куҫнӑ пӑлхар сӑмахӗсен пӗрремӗш сыпӑкӗнче те ы сасӑ пулни курӑнать: венг. tino<*tynaɣ, чӑв. тына, тут. тана; венг. ir<*jyr, чӑв. ҫыр, тур. яз; монг. źiru- (Gomb MFSOu XXX, 144).
Г. И. Рамстедт тата Н. Н. Поппе алтаистсем те, 3. Гомбоц шухӑшӗпе килӗшсе, *а сасӑ ы сасса куҫасси сӗм авалах пулса пынине палӑртнӑ (Ramst JSFOu XXXVIII, 8. 7; Поппе ЧЯ, 408—409).
Паллах ӗнтӗ, авалхи пӑлхар сӑмахӗсем венгр чӗлхине IX ӗмӗрччен кӗрсе юлнӑ, мӗншӗн тесен венгрсем IX ӗмӗрте Дунай шывӗ урлӑ каҫса, халӗ пурӑвакан ҫӗршыва йышӑннӑ хыҫҫӑн тӗрӗк чӗлхиллӗ пӑлхарсемпе тек хутшӑиман. Хут-шӑнсан та, каярахпа турккӑсемпе кӑна хутшӑннӑ, анчах вӗсен чӗлхинче, ытти тӗрӗк чӗлхисенчи пекех, чӑваш сӑма-хӗнчи пӗрремӗш сыпӑкра ы сасӑ вырӑнӗнче пур тӗслӗхсен-че те тенӗ пекех а сасӑ илтӗнет.
Араб сӑмахӗсен пӗрремӗш сыпӑкӗнчи а сасӑ та чӑваш
чӗлхине кӗнӗ тапхӑрта ы сасса куҫнӑ:
мыскара< араб مسخرة «высмеивать, потешаться»;
хысна<араб. خزينة «казна, клад»;
хыпар<араб خبر «известие»;
хырӑҫ, хырҫӑ<араб خراج «поземельный налог».
Кӑтартнӑ араб сӑмахӗсем те чӑваш чӗлхине авалхи вӑхӑтрах кӗрсе юлнӑ пулмалла. Ытти тӗрӗк чӗлхисенчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче ы сасса куҫнӑ сӑлтава чӗлхеҫесем халиччен те тупман, тен, ӑна тупаяс та ҫук.
Ҫапла та калама пулалъ: тен, авалхи чӑваш чӗлхин сӑмахсен пӗрремӗш сыпӑкӗнче а сасӑ пулман та пуль, та малтанах ы сасӑ тӑнӑ? Анчах та ку шухӑша сирсе яма икӗ сӑлтав пур. Пӗри: авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинчи ы сасса кӑна мар, тата ытти уҫӑ сасӑсене те тӳре килет (ӑна малалла курӑпӑр); тепри *а>ы формулӑна якут тата тува чӗлхисенче те курма пулать:
якут. сыр (~чӑв, ҫыр(ан)) < ав. тӗр. jar «овраг, яр»;
якут. сыттык<сыт- «лежать» (~чӑв. ҫытар «подуш< эка»)~ав. тӗр. jatïq, jatïɣ «ложе, постель»;
якут. ырыган (~чав. ырхан)<а.в. тӗр. arïq «тощий, худой»;
якут. кытаанах (~чӑв. хытӑ) ав. тӗр. qatïɣ, qataɣ «твердый, крепкий, сильный»;
якут. тымар (~чӑв. тымар) ав. тӗр. tamïr «кровеносный сосуд», «артерия», «вена»;
якут. ыл~чӑв. ыл-маш<ав. тӗр. al «брать, взять»;
якут. тый (~чӑв. тыйха)<ав. тӗр. taj «жеребенок»;
якут. ыйыт (~чӑв. ыйт) «спрашивать»<ав. тӗр. ajït «позволять (просить, дать, заставить) говоритъ»;
якут. ый <аз. тӗр. aj «месяц»;
тув. хырын (~чӑв. хырӑм) ав. тӗр. qarïn «живот, брюхо, желудок; чрево, утроба»;
тув. кылын<ав. тӗр. qalïn «толстый, большой, значительный по высоте»;
тув. чыпшынчак «липкий» <чӑв. ҫыпҫӑнчӑк (<ҫыпӑҫ-«приставать»)<ав. тӗр. japïč «приставать, приклеиваться»;
тув. былчак «грязный, замаранный, чумазый»~чӑв. пылчӑк, ыт. тӗр. балчык, балчук, балшык, балсык id;
тув. чыдар (<чыт-) «лежать»~як. сытыр (<сыт~) «положить»<ав. тӗр. jat «лежать»~чӑв. ҫытар (<*ҫыт-~як. сыт-~ав. тӗр. jat-); тув. чыдар~як. сытыар<ав. тӗр. jat-ɣur~тут. ят-кыр т. ыт. те.
Ҫапла вара, «авалхи а сасӑ ы сасӑпа ылмашни чӑваш; чӗлхине якут тата тува чӗлхисемпе пӗрле пӗтӗҫтерет, чӑвашпа монгол чӗлхисем такҫан авал тачӑ ҫыхӑну тытни ҫинчен калакан гипотезӑна ҫирӗплетет», тесе ҫырать Э. В. Севортян. (Севортян ЭСТЯ, 28).
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинчи ы сасса куҫнине В. В. Радлов ӑнлантарма пӑхнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑвашсем такҫан авал финн-угор йӑхесем пулнӑ, вӗсем мӗн авалтанах халӗ чӑвашсем вырнаҫнӑ ҫӗр ҫинче пурӑннӑ.
Унта чӑн-чӑн тӗрӗк йӑхӗсем пырса кӗрсен, финпа угор йӑхӗсем {пулас чӑвашсем) тӗрӗкленме пуҫланӑ, урӑхла каласан, хӑйсен тӗрӗк мар чӗлхине маннӑҫемӗн тӗрӗкле калаҫма вӗренсе пынӑ. Анчах та вӑл ансат пулман, вӑраха кайнӑ, имӗш. В. В. Радлов ҫырнӑ тӑрӑх, чӑвашсем виҫӗ тапхӑрта тӗрӗкленсе кайнӑ. Пӗрремӗш тапхӑрӗнче вӗсем тӗрӗк сӑмахӗсене пӑсса йышӑннӑ, вӑл авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинчи ы сасса куҫнинчен курӑнать, тет Радлов (Radloff Fonetic, 90).
Ку шухӑш тӗрӗс маррине ҫӳлте ҫырнӑ якут сӑмахӗсем аван кӑтартаҫҫӗ. Венгр чӗлхи те ҫавнах калать, мӗншӗн тесен венгрсем Кавказ тата Азов тинӗсӗн ҫурҫӗр енче пурӑн-нӑ пӑлхарсемпе IV—VI ӗмӗрсем хушшинче ҫыхӑну тытнӑ. Ҫав вӑхӑтра Шуратӑлпа Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче нимӗнле пӑлхар йӑхӗсем те пулман, вӗсем кунта VII ӗмӗр вӗҫӗнче е VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче кӑна кӑнтӑртан килсе вырнаҫнӑ.
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а чӑваш чӗлхинчи ы сасса куҫнӑ пирки пур тюркологсем те пӗр шухӑшлӑ темелле, вӗсем а>ы явлени авалах пулнӑ теҫҫӗ. (GOMB MSFOu XXX, 139; Ramst MSFOu XXXVIII, 7; Поппе ИРАН №№ 9—11, с. 408—409). Анчах *а>ы куҫӑмӑн сӑлтавне тупма ҫук-ха, асӑннӑ авторсем каланисем те ӗненмеллех мар. Ҫапах та акӑ мӗн калама май пур: сӗм авалхи тӗрек чӗлхинче икӗ тӗрлӗ а сасӑ пулнӑ пулмалла: кӗске ӑ сасӑ, ә фонемӑна ҫывӑхскер, чӑваш, якут тата тува чӗлхисенче ы ( = ï,ị) сасса куҫнӑ, тута вӑйӗперех калакан а° уҫӑ сасӑ о>у сасса куҫнӑ.

1. 2. Ав. тӗр. а~чӑв. о ( = о), у ( = u)

Ку ушкӑна кӗрекен чӑваш сӑмахӗсен йышӗ калама ҫук пысӑк, Ак хӑшпӗр тӗслӗхсем: ав. тӗр. aba «медведь» ~чӑв. опа, упа;
—»— ас «открывать, отворять»~чӑв. оҫ, уҫ;
—»— аdak, aδaq, ajaq «нога» ~чӑв, ора, ура;
—»— аdïn «изменяться; исправляться; протрезвляться~тат. айну «nрезветь»~чӑв. орӑл, урӑл;
—»— adïr «раэделять, отделять друг от друга, разлучать»,
aδïr, ajïr, ajïrïš «расставаться» ~чӑв. ойӑр, уйӑр;
—»— ajas «чистое, ясное»~чӑв. ойар, уяр;
—»— asiɣ «польза, выгода, прибыль»~чӑв. осӑ, усӑ т. ыт. те.
Авалхи тӗрӗк сӑмахӗсенчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче о, у сасса хӑш вӑхӑтра куҫни ҫинчен калама та ҫӑмӑл мар, анчах та *а>о, у улшӑну *а>ы улшӑну хыҫҫӑн пулнӑ пул-малла. Венгр чӗлхине кӗнӗ чылай тӗрӗк-»пӑлхар сӑмахӗсене пӑхсан, унта а сасӑ улшӑнмасӑр кӗни курӑнать:
венгр. sár «желтый» (<*šáry), чӑв шурӑ, щорӑ — тут. сары «желтый»;
—»— sár «грязь, слякоть» (<*šar), чӑв. шур, шор; тут. саз «болото»;
—»— szál (<*sal), чӑв. сулӑ, сол; — тут. сал, «плот, паром»;
—»— szam (<*sam), чӑв. сум, сом; — тут. сан «число, счет»;
—»— basz (<bas-), чӑв. пус, пос; — тут. бас «давить, «прессовать»;
—»— csabak (<* čabak), чӑв. ҫупах, ҫопах «лещ»; — чабак «плотва»;
—»— alma (<*alma), чӑв. улма, олма; — тут. алма «яблоко» т. ыт. те (Gomb MSFOu XX, 139—140).
Тата Атӑл ҫинчи пӑлхар чӗлхине шута илер. Вилтӑпри палӑкӗсем ҫинчи сӑмахсем *а>о, у пирки мӗн те пулсан калама пултараҫҫӗ-и? Ак тӗслӗхсем: ..., ..., ..., .... Алиф саспаллине вырӑсла а вырӑнне хурсан, ҫак сӑмахсене ҫал, ван, айх, алты, ал, арни, куак тесе вуламалла. Хӑшпӗр ҫӗрте алиф тӑррине мадда лартнӑ е алиф умӗнчи саспалли ҫине фатха лартнӑ: ..., ...
Вара (..) саспаллине ӑ тесе вуламалла. Хальхи чӑваш чӗлхинчи сӑмахсем те ҫак шухӑша тӳрре кӑлараҫҫӗ пек: вырсарникун, ҫӑварни, кӑшарни (кӑшальне), мӑнарникон, кӑҫал.
Ҫак вӑхӑтрах чӗлхеҫӗсем пӑлхар чӗлхи о сасӑллӑ чӗлхе пулнӑ, теҫҫӗ. Н. Ф. Катанов ҫапла каланӑ: «Диалект надписей есть окающий, а не укающий (ҫол, кон, вон, ойх олтта, тӑхр, вотор), т. е. тот самый диалект, которым говорят ныне коренные чуваши уездов: Курмышского, Козьмодемьянского, Ядринского, Чебоксарского и Цивильского» (Н.Ф. Катацов, Чувашские слова в булгарских и татарских падтятниках, Казань, 1920, с.13).
Н.Ф. Катанов каланине перс тата хӑшпӗр тӗрӗк чӗлхисенчи сӑмахсем тӳрре кӑлараҫҫӗ. Ҫав сӑмахсенчи алиф саспаллине [э] е [а] тесе вуламалла.

Куш пек тӗслӗхсем, урӑхла каласан, орфоэпи орфографирен уйрӑлса кайни, нумай чӗлхере палӑрать. Сӑмахран акӑлчан чӗлхинче пӗрремӗш сыпӑкри я саспаллие ə, а:, æ тесе вуламалла: акӑлчанла balk (ə:), нимӗҫле Balke (а), вырӑсла балка (а); акӑлчанла party (а:), нимӗҫле Partei (а), вырӑсла партия (а); акӑлчанла capital (æ) нимӗҫле Kapitel (а), вырӑсла капитал (а).

перс. ... «я дал» (ПолВЯ, 17);
перс. ... «мать» (ПолВЯ, 56);
узб. ... «лето» (ПолВЯ, 34);
узб. ...
турк. ... «гора» (ПолВЯ, 32);
казах. ...
узб. «дети» (ПолВЯ, 14), анчах тут. балалар т. ыт. те.
Вав , саспаллипе алиф ' саспаллие, иккӗшне пӗрле, перс чӗлхинчи пекех о тесе вуласан, пӑлхарла сӑмахсене ҫапла каламалла
палхар. ... kən = чӑв. кон «день»;
перс. ... xəst-æm «я хотел»;
перс. ... xənd-æm «я прочитал» т. ыт. те (ПолВЯ, 17).

Ҫапла вара, ..., ..., ... пӑлхар сӑмахӗсене ҫол, вон, кон тесе вулани тӗрӗсрех пулать пулмалла.
Атӑл пӑлхарӗсен палӑкӗсем ҫинчи сӑмахсемпе венгр чӗлхине кӗнӗ сӑмахсем хушшинче сахалтан та пилӗкҫӗр ҫул. Пилӗк ӗмӗр хушшинче чӗлхере улшӑнусем пулнах, авалхи тӗрӗк чӗлхинчи *а>о, у куҫӑм та ҫак тапхӑрта пуҫланнӑ пулмалла, анчах вӑл XIII ӗмӗрте пулса пӗтеймен-тӗр.
Н. Н. Поппе шухӑшӗпе, чӑваш чӗлхинче авалхи а сасӑ у сасӑпа ылмашасси XIV ӗмӗртен вара вӗҫленнӗ (Поппе ЧЯ, 408).
Ӗлӗк туҫа мари тата улӑх мари чӗлхисене нумай-нумай чӑваш сӑмахӗ кӗрсе юлнӑ. Ҫак икӗ диалектӑн (чӗлхе тесен те юрать) уйрӑмлӑхӗсенчен пӗри: туҫи мари а = улӑх мари о. Чӑвашран кӗнӗ сӑмахсем те ҫав закона пӑхӑнса тӑраҫҫӗ:
чӑв. ҫурла, ҫорла (< *jarla) > туҫи мари сарла, улӑх мари сорла «серп»; — тут., пушк. яр, чӑв. ҫур, «расщепить, расколоть», танл.: венг. sarló, коми чарла «cерп»;
чӑв. ҫурта, ҫорта (<*jarta) > туҫи мари сарта, улӑх мари сорта; — алт. ярта «свеча», ярыт «осветить, сделать светлым»;
чӑв. уяр, ойар (<*ajar) > туҫи мари аяр, улӑх мари ойар; — тут. аяз «ведро, безоблачно; сухая погода; танл. мӑкшӑ аера «резкий, сильный, пронизывающий».
чӑв. ур, ор (<*ар) > туҫи мари араш, улӑх мари ораш; — тут. азу «дурить, беспокоиться, буйствовать»;
чӑв. турӑх, торӑх (<*tarïq) > туҫи мари тарых, улӑх мари торык; — тува тарак, АТФ тараг (ЕгЭСл., 259) «кислое молоко, простокваша», простокваши);
чӑв. хула, хола (<*qala) > туҫи мари хала, улӑх мари ола (Йошкар-Ола); — тут., пушк. кала «крепость, укрепление; город»
Ман шутпа, авалхи чӑвашсемпе хальхи мари халӑхӗн йӑхӗсем хушшинчи ҫыхӑну пуҫланса кайичченех тӗрӗк сӑмахӗсенчи туталлӑ (лабиаллӑ) а° сасӑ чӑваш чӗлхинче о сасса куҫма тытӑннӑ. Вӑл куҫӑм вӑраха кайнӑ-тӑр: у сасӑ о сасӑран пулса кайнӑ пулмалла. Чӑваш чӗлхинче малтанласах а° сасӑ пур чӑваш хушшинче те о сасса куҫнӑ пулмалла. Анатри диалектри у сасӑ тутар чӗлхи пусӑмне кура вӑй илнӗ теме пулать. Чӑнах, ку шухӑша пӗтӗмпех сирсе яма ҫук, анчах та анатри диалектри у сасӑ тутар чӗлхине кура кӑна пулса кайнӑ тени тӗрӗс мар пулӗччӗ, мӗншӗн тесен тутар сӑмахӗн тымарӗнчи у сасӑ хӑй те авалхи тӗрӗк чӗлхинчи о сасӑран пулса тӑнӑ. Ак сӑнар-ха: ав. тӗр. кол > тут., пушк. кул ≈ чӑв. хул (<хол), ав. тӗр. йок > тут., пушк. юк ≈ чӑв. ҫук (<ҫок) т. ыт. нумай тӗслӗх.
О сасӑ у сасса куҫнин йӗрне тата ытти тӗрӗк чӗлхисенчӗ те курма пулать:
балк. улан «сын» < ав. тӗр. oүlan ≈ чӑв. ул, ывӑл;
балк. уша «быть похожим» < ав. тӗр. okša;
гагауз. буаз «горло» < ав. тӗр. boүaz, boүuz ≈ чӑв. пыр;
кумык. сувук «ходоный» < ав. тӗр. soүuq ≈ чӑв. сивӗ;
азерб. улу «великий» < ав. тӗр. oluq, uluq;
узб. кув- гнаться, последрвать < koү- (Щерб СФТЯ, 149).

Тата акӑ мӗн: о сасӑпа у сасӑсен килӗшӗвӗ XVI ӗмӗрте кыпчакла ҫырнӑ документсенчен те аван курӑнать:
]Овух\\ ]увух «близкий» (чӑв. ҫывӑх); )ол \\ ]ул «дорога» (чӑв. ҫол, ҫул); сом II сум «рубль» (чӑв. сом, сум); холах || хулах «ухо» (чӑв. хӑлха) т. ыт. те (ППВ III, Глоссарий).
«Авалхи тӗрӗк словаренчи» сӑмахсене, паллах, VII—XIII ӗмӗрсем хушшинче ҫырнӑ. XVI ӗмӗрти кыпчаксен сӑмахӗ-сенче те о^у ылмашу палӑрать, О^у сасӑсен ылмашӑвӗ сахалтан та ҫичҫӗр ҫул каялла пуҫланса кайнӑ теме май пур. Вӑл нумай тӗрӗк чӗлхинче йӗр хӑварнине ҫӳлте кӑ-тартнӑ тӗслӗхсенчен курма пулать. Ҫапла вара, о сасӑран у сасӑ аталанса кайни чӗлхе факторӗ пулса тӑрать. Вирьял диалектӗнчи о сасӑ мари субстратне пула, анатри // сасӑ 1 тутар чӗлхине пула кӑна аталанса кайнӑ теме май ҫук. Чӑваш чӗлхинчн о>у, тутар чӗлхинчи о>у та пӗр вӑхӑ^!
та ӳкеҫҫӗ. Ку шухӑша вырӑс чӗлхинчӗн чӑваш тата тутар чӗлхине кӗнӗ нумай-нумай тӗслӗх уҫҫӑн кӑтартать:
волость анатри диал. вулӑс вирьял диал. волӑс кошка —»— кушак —»— кошак Коля —»— Куля —»— Кольӑ фонарь —»— хунар —»— хонар т. ыт. те.
Тутар тӗслӗхӗсем те ҫакнах кӑтартса параҫҫӗ: добрый тут. диал. дубрый (ДСл., 52);
долгуши
кочерга
кочет
погреб
плошка
полог
п
■»
»■ ■»
дулгиш (ДСл., 52); кучарка (ДСл., 92); кучат ((ДСл., 52); пугреп (ДСл., 129); плушка (ДСл., 128); пулык (ДСл., 130).
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче икӗ тӗр-лӗ уҫӑ сасса куҫнине формулӑпа ҫапла кӑтартма пулать: *а>о>у.
Паллах ӗнтӗ5 *а>о сасӑ куҫӑмӗ хыҫҫӑн ҫеҫ о>у сасӑ ку-ҫӑмӗ вӑй илнӗ. Ку закона нумай-нумай вырӑс сӑмахӗ те пӑ-хӑннӑ. Урӑхла каласан, о>у фонетика законӗ халиччен те-нӗ пекех вӑйне ҫухатман-ха. Чӑваш чӗлхинче о тата у диа-лектсем вырӑс сӑмахӗсен пӗрремӗш сыпӑкӗнчи а сасса икӗ тӗрлӗ йышӑннӑ:
капуста анатри диал. купӑста вирьял диал. копӑста
калач кабак
кулача хупах
»— колач
»—хопах !т. ыт. те.
Вырӑс сӑмахӗсем те *а>о>г/ закона пӑхӑнни ҫак зако-нӑн вӑхӑтне кӑтартма пулӑшать. Хӑш вӑхӑтранпа вырӑс-ла сӑмахсем чӑваш чӗлхине кӗме тытӑннӑ-ха? Чӑвашсемпе вырӑссем хушшинче тачӑ ҫыхӑну XVI ӗмӗрте ҫеҫ пуҫланса кайнӑ. А. М. Курбский князь вырӑс ҫарӗсем 1552-мӗш ҫулта Хусана илме тухни ҫинчен ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Ёгдаж переплавишася Суру реку, тогда и Черемиса гор-ная, а по их Чуваша зовомые, язык особливый, начаща встречати по пяти сот и по тысяще их, аки бы радующеся цареву пришествию: понеже в их земле поставлен... град на Свияге» (А. М. Курбский, История о великом князе Московском, СПб., 1913, с. 18).
Вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ сӑмахсем ӳснӗҫемӗн ӳссе пынӑ, вӗсен шучӗ хальхи чӑваш чӗлхинче питӗ пысӑк.
Юлашкинчен ҫакна та каласа хӑварар. Тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче у сасса куҫнине кура, В. В. Радлов хӑйӗн гипотӗзине, урӑхла каласан, чӑваш чӗлхи пулӑвӗн
10
14
--
вкҫӗ тапхӑрдӑ гипотезине, тӳрре кӑларма пӑхнӑ. «Ҫак Ш хӑрта (иккӗмӗш тапхӑрта. — М. Ф.), — тет вӑл, — чӑвад сем тӗрӗк ҫӑмахӗеӗне нумай йышӑннӑ 1шрки тутар сӑ: хӗсеие майӗпен тӗрӗс калама вӗреннӗ. Ҫавӑнпа та сӑмахся ытла пӑсӑлмаҫҫӗ: хурӑнташ =* карындаш, пг/р — баш, ук иа=арба. хуран = к&зан (&йӑ\о№ РЬопӗйк, 90).
1. 3. Ав. тӗр. а^чӑв. ӑ ( = в)
Ҫак йӗркене пӑхӑнакан сӑмахсен шучӗ те пысӑк: ав. *ӗр. аЬй «уопокаивать, утешать, радовать» ^Ч; йӑпат;
»— ат|1а «пойймать» ~чӑв. ӑнла;
— |— Ьау1г, Ьадгг «медь^ ^чӑв. пӑхӑр; —»— Ьа^ «внимательно смотреть, обозревать» ^чӑв. пӑ —»— ^асап «когда? в какое время?»~чӑв. хӑҫан; —»— ^аДг «песок»~чӑв. хӑйӑр; —»— затц «сочиться, лросачиваться» ~чӑв. сӑрӑх;
— »— зауиг «веять»~чӑв. сӑвӑр; —»— ^хуи, £щЩ «курица»~чӑв. чӑх(ӑ) т. ыт. те.
Хальхи чӑваш чӗлхинче нумай сӑмахра ӑ сасӑпа ы са сӑ ылмашса тӑни палӑрать: хӑй~хый, хӑямат^хыямац
(араб. 1+1*1) хӑйра ~ хыйра, хӑпалан ~ хыпалан, йӑхӑр Щ
йыхӑр, хӑлчӑк—хылчӑк т. ыт. те. Ҫакӑн пек тӗслӗхсене" пӑхсан, ав. тӗр. а чӑв. ӑ, ав. тӗр. а чӑв. ы саҫӑ кд ҫӑмӗсем пӗр тапхӑртах вӑй илме пултарнӑ теме пулать.
Г. Рамстедт каланӑ тӑрӑх, а>ӑ сасӑ куҫӑмӗ тӗ$1 ]=чӑв. \ вӑхӑтӗнче пулнӑ, сӑмахран: чӑв. йалан<тут. ялыЩ «просить», чӑв. йӑлӑх<?уг. яллык «ленивый» (Катз& МЗГОи XXXVIII, § 5), анчах та чӑв. /=ав. тӗр. / вӑхӑтӗнче ав. тӗр. а сасӑ чӑв. ӑ сасса кӑна мар, тата ыт|ги уҫӑ сасӑ-сене те тӳрре килет: тут. ябыг^чкв. япӑх «худеть», тут, #г~чӑв. ют, йот «чужой», тут. яучы~чкв. евчӗ «сват, сваха» т. ыт. те.
1. Ав. тӗр. а~чӑв. ӗ(^э)
Тӗслӗхсем нумай мар, анчах пӗри те иккӗллӗ мар: ав. тӗр, Ьау1г «печень»- чӑв. пӗвер;
—»— ^вуИ «встречаться, сходиться, соединиться» »1 чӑв. хӗвӗш «суетиться, снова)ть; бегать взад и впе-'! ред»;
— »— ]Щ1 «новый» ~чӑв. ҫӗнӗ;
—»— ^абуи, ^адуи, ^а^уи «печаль, горе, скорбь» — чӑв.| хӗрхҪ.
Тутар тӗслӗхӗсенче те ҫавах: тут. бавыр^чкв. Щве$щ тут. яцы&чкв. ҫӗнӗ; тут янадан ^чкв. ҫӗнӗрен.
Чӑваш чӗлхинчи ӑ (~э), ӗ (~э) сасӑсене тӳрре килекен
ав. тӗр. а кӗске уҫӑ сасӑ пулнӑ пулмалла. Вӑл кӗскелсе (редукциленсе) кайни авалхи тӗрӗк чӗлхинчи пусӑм (ударе-ни) пӗрремӗщ сыпӑкран юлашки сыпӑк ҫине куҫнинчен
килнӗ-тӗр.
1.5 Ав. тӗр. а~чӑв. у ( = й)
Кун йышши тӗслӗхсем те питӗ сахал:
ав. тӗр. ваб «волосы»~чӑв. ҫрҫ. тут. бармак «палец»~чӑв. пурне.
1. 6. Ав. тӗр. а~чӑв. и (==£)
Чӑваш сӑмахӗсенчи малти ретри и { — I) уҫӑ сасӑ авалхи тӗрӗк чӗлхинчи кайри ретри а уҫӑ сасса тӳрре килнине кӑ-
тартакан сӑмахсем те сахал: ав. тӗр. а! «брать, взять»~чӑв. ил; 'Шш— ]&1 «грива»^чӑв. ҫилхе;
—»— ^аггӑ «встречаться» ; сходиться для сосггязания» ; «враждовать»^чӑв. хирӗҫ; Ҫапла вара, 1. 4., 1. 5., 1. 6. пайсенче кӑтартнӑ тӗслӗх-сем куҫа кӗреҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ав. тӗр. *а чӑв. ӗ, у, и сасӑсене, урӑхла каласан, кайри ретри сарлака а са-сӑ малти ретри тӑвӑр уҫӑ сасӑсене мӗншӗн куҫнине ӑнлан-са илме питӗ йывӑр. Кунашкал фонетика пулӑмӗ ытти тӗ-рӗк чӗлхисенче курӑнмасть. Ж Пӗрремӗш сыпӑкри кащта ре|гри ав. тӗр. а чӑваш чӗлхинчи малти ретри уҫӑ сасӑсене тӳрре килнин сӑлтавӗ ҫинчен татӑклӑн калама ҫук-ха.
1. 7. Ав. тӗр. а~чӑв, э, е (=ӑ, э)
Кунта кӗрекен сӑмахсенчен нумайӑшӗ араб тата перс чӗлхисенчен кӗнӗ йышӑнусем. Тутар сӑмахӗсемпе танлаш-
тарар:
тут. арак (<араб. «чӑв. эрех, эрек, эреке;
тут. азраил (<араб. ^.1 _^с) ^чӑв. эсрел;
ту|т. атна (<перс. <Ц;^!) ^чӑв. эрне;
тут. марщан (<араб. С)-^^ —чӑв. мерчен;
тут. сагэт (<араб. С-^1-^) «чӑв. сехет;
тут. яучыКчкв. евчӗ;
тут. -сайын ^чӑв. -серен {(аффикс);
тут. адэм (<перс. ^') ^чӑв. этем т. ыт. те.
1. 8. Ав. тӗр. а^чӑв. а
Авалхи тӗрӗк чӗлхцнчи пӗрремӗш сыпӑкри а сасӑ чӑваш чӗлхинче а сасса тӳрре килет. Кунашкал сӑмахсем — ҫӗнӗ сӑмахсем, мӗншӗн тесен вӗсене чӑваш чӗлхи ытти чӑдхе* сенчен юлашки ӗмӗрсенче йышӑннӑ, нумайӑшӗ Хусан ту-тарӗсен чӗлхинчен кӗнӗ. Тӗслӗхсем: тут. алга>чӑв. ал-
2. 207.
17
ка «серьги»; ту$. тамык>чкв. тамӑк «ад»; тут. аккогиМ чӑв. акӑш «лебедь»; тут. адаш>ч&в. аташ «тезка»; т: базар >чӑв. пасар (русск. базар) т. ыт. те.
Тӗр. а чӑв. а пулнине кура, В. В. Радлов ҫапла ҫырч) «Тӗрӗкленсе ҫитнӗ май чӑвашсем тӗрӗк сассисене ҫӑп-ҫӑм| калаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем тӗрӗк сӑмахӗсене тутарсем калз нӑ пекех йышӑнаҫҫӗ: кашӑк, капкӑн, пазар (Кас11<И РЬопейк, 90).
Авалхи тӗрӗк чӗлхинчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче те а пу. нин сӑлиавӗ чӑвашсем пачах тӗрӗкленсе кайнинчен киа тенипе килӗшместпӗр. Ку япала чӑваш чӗлхинче *а>о, законӗн вӑйӗ пӗтнинчен килет. Ҫавӑнпа та тутар чӗлхинч^ йышӑннӑ сӑмахсенче пӗрремӗш сыпӑкри а тек о, у сас$| не куҫмасть, ҫаплипех юлать.
Вырӑс сӑмахӗсенчи пӗрремӗш сыпӑкри а сасӑ та ш улшӑнмасӑрах кӗнӗ: матка>чӑв. матка «жена»; ка; кьш>чӑв. кашни, Мария>ч&в. майра; газета>хаҫат е кЩ ҫет, сарай>сарай, амбар>ампар; Ваня>Ванюк, АгафияУ Акахеи, кӑрниз>карнис, парта>парттӑ т. ыт. те.
Тӗрӗк е вырӑс чӗлхисенчен йышӑннӑ сӑмахсенче перр! меш сыпӑкри а сасӑ юлашки икӗ-виҫӗ ӗмӗрте кӑна чӑваз чӗлхинче нимӗн улшӑнмасӑр кӗме тытӑннӑ пулмалла. Ку) пирки икӗ хула ястне илсе кӑтартӑпӑр. Пӗрин ячӗ: тут. Ка-зан, выр. Еӑзанъ, чӑв. Хосан е Хусан. Ун никӗсне 1439 ҫуЛ та хунӑ. Ҫапла вара, XV ӗмӗр варринче тутарла а сасӑ чӑвашла о е у сасса куҫнӑ. Теприн ячӗ: Алатырь, чӑв. Олӑг тӑр е Улатӑр. Ун никӗсне 1552 ҫулта, Хусан хулине илн| ҫул, хывнӑ. XVI ӗмӗр варринче те вырӑс сӑмахӗсенчи а сасӑ чӑваш чӗлхинче о е у сасса куҫнӑ.
Тӗрек сӑмахӗсенче пулакан пӗрремӗш сыпӑкри а сас| чӑваш чӗлхинче мӗнле сасӑсене тӳрре килнине ак ҫакӑн пек таблицӑра курма пулать:
Авалхи тӗрӗк сӑмахӗсенче
Чӑваш сӑмахӗсенче
Ҫапла вара, авалхи тӗрӗк сӑмахӗсенчи а сасӑ хальхип чӑваш чӗлхинче 9 уҫӑ сасса, урӑхла каласан, мӗн пур ущ сасӑсене тӳрӗ килет.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-05-15 22:54:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3998 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем